Ҫӗршыври ҫар мухтавӗн кунне - Ленинграда фашистсен блокадинчен хӑтарнӑранпа 82 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Вӑл шутра - хисеплӗ ватӑсене чысларӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Владимир Кожемяков ветеранпа тӗл пулчӗ. 

Олег Николаев Владимир Кожемяков кӑкӑрӗ ҫине блокадӑри Ленинградра пурӑннине ҫирӗплетекен асӑну палли ҫакрӗ. Ветеран 1941-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ ҫар летчикӗ, амӑшӗ вара медицина сестри пулнӑ. Владимир Лаврентьевич хӑрушӑ ҫулсене кӑшт анчах астунине пӗлтерчӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсен ҫемйи ашшӗн ӗҫне пула вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренӗ. 1958-мӗш ҫулта вара Шупашкара килсе тӗпленнӗ. Паянхи куна Чӑваш Енре Ленинград блокадинче пулнӑ 20 ҫын пурӑнать. 

Ленинград хӳтӗлевҫисене тата ункӑна лекнӗ хулара асап тӳснисене асӑнса Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче патриотла мероприяти иртрӗ. Унта ҫав синкерлӗ кунсене сӑнлакан куравпа интерактивлӑ лаптӑксем йӗркеленӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем вара сӑвӑсемпе юрӑсем, спектакль сыпӑкӗсем урлӑ чуна ҫӳҫентерекен самантсемпе паллаштарчӗҫ. 

Сивӗпе, выҫӑпа аптӑранӑ халӑха кунне 125 грамм ҫӑкӑр панӑ. Этем чӑтмалла мар асапа пула миллион ытла ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак синкерлӗ те хӑрушӑ пулӑмпа ҫитӗнекен ӑрӑва паллаштарасси, вӗсенче патритотла туйӑма аталантарасси - тӗп тивӗҫ пулнине палӑртрӗ. 

Ленинград блокади 900 куна яхӑн пынӑ. Ӑна ирӗке кӑларассинче Чӑваш Енӗн тӳпи те пысӑк. Републикари 15 пине яхӑн салтак алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫнӑ. Вӗсенчен 1 840-шӗ "Ленинграда хӳтӗленӗшӗн" медале тивӗҫнӗ. 1943-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Ене 12 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ачасем пулнӑ. 

Оксана Верликова, Наталья Егорова, Виктория Логунова, Виктор Степанов.