Ҫӗршывра сывлӑшпа космос ҫарӗсен уявне паллӑ турӗҫ

Республикӑри вӗҫевҫӗсем тӗп хулари Ҫӗнтерӳ паркӗнче тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Вӗсен йышӗнче ҫар летчикӗсем, граждӑнпа йывӑр тиевлӗ транспорт авиациӗн пилочӗсем. Кашниех хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне упрассине пысӑк тӳпе хывнӑ. Хутарти вӑтам шкул летчиксем хатӗрлекен пуҫламӑш учреждени тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кунтан тӗрлӗ ҫултан вӗренсе тухнӑ 6 ентеш Сызраньти ҫар вӗҫевҫисене хатӗрлекен училищине пӗтернӗ, летчик профессине алла илнӗ. Авиатор- ветерансем тивӗҫлӗ канура та алӑ усса лармаҫҫӗ. Ачасемпе паттӑрлӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ, патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. 

 

Леонид Петров