Тренировкӑсен тӗп тӗллевӗ - специалистсен ҫут ҫанталӑкра, предприятисенче е ытти сӑлтавпа тухнӑ инкеке сирсе ярассипе ҫыхӑннӑ ӑсталӑхне тӗрӗслесси. Регионсенче ҫак хӑнӑхӑва тӗрлӗ меслетпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Техника куравӗнче тӗрлӗ машин юсавлӑхне, тӗрлӗ пӑтӑрмаха хирӗҫ тӑма хатӗррине хак параҫҫӗ. Шыравпа ҫӑлав служби хальхинче тренировкана 2 тӗрлӗ техникӑпа хутшӑнать.
Муркашран килнӗ ҫӑлавҫӑсем те хӑйсен техникин ҫирӗплӗхӗпе шанчӑклӑхӗнче иккӗленмеҫҫӗ. Тимӗр учӗсене тимлесех тӑраҫҫӗ.
Курава 34 тӗрлӗ техника, аварипе ҫӑлав, медицина, инженери, автоҫул, коммуналлӑ хуҫалӑх, хыпарлав тата ытти службӑсем хутшӑнчӗҫ. Кашниех пур енлӗн хатӗррине туллин кӑтартса пачӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Сявтослав Петров.








