Ҫӗршывра деклараци кампанийӗ пырать

Ун вӑхӑтӗнче налук органӗсене 2024-мӗш ҫулта илнӗ тупӑш пирки пӗлтермелле. Кун пирки тӗплӗнрех федераци налук службин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче иртнӗ брифингра каласа кӑтартрӗҫ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри 59 пин ытла ҫыннӑн деклараци памалла. Ҫакна ака уйӑхӗн 30-мӗшчен тумалла. Тупӑшӗ пирки усламҫӑсен, нотариуссен, адвокатсен, ҫавӑн пекех куҫман пурлӑх сутнисен, тӑван мар ҫынсенчен хаклӑ парне илнисен, пурлӑха арендӑна панисен е лоторея выляса илнисен пӗлтермелле. Декларацие налук органне ҫитсе е инҫет мелӗпе налук тӳлекенӗн харпӑр хӑй пӳлӗмӗнче пама пулать. Унсӑр пуҫне ака уйӑхӗн 15-мӗшӗпе 22-мӗшӗнче нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче куҫса ҫӳрекен офиссем йӗркелӗҫ. Унта специалистсем декларацие мӗнле тӗрӗс ҫырмаллине, налукӑн пӗр пайне мӗнле тавӑрмаллине ӑнлантарса парӗҫ.

Вӑхӑтра деклараци памасан тата налука тӳлесе татмасан явап тыттараҫҫӗ. Штраф виҫине налук калӑпӑшӗнчен шутлаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе кайнисем декларацие каярах пама пултараҫҫӗ.

Диана Иванова, Святослав Петров