Аслӑ ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлесе пирӗн лӑпкӑ та тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсем халӑх асӗнче ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлӗҫ. Ҫапӑҫу хирӗнче ҫак самантра юн тӑкакансене вара халӗ пиртен пулӑшу кирлӗ. Чӑваш наци конгресӗ ку ӗҫре уйрӑмах хастар. Иртнӗ уйӑхра кӑна вӗсем салтаксене валли тӗрлӗ хатӗрпе тултарнӑ автобус ӑсатнӑ. Ҫак ӗҫре пӗрлешӗвӗн регионсенчи уйрӑмӗсем те тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне президиум пайташӗсем хӑйсенчен ҫарти ентешсене тӗллевлӗ пулӑшу парса тӑраҫҫӗ.
Концерта тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан ентешсем те пысӑк йышпах килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем халӑх вӑйӗ пӗрлӗхре пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Сцена ҫине тухакан кашни юрӑҫ ыркӑмӑллӑх акцине чун ыйтнипе хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пурин те вӗсен ҫирӗп тӗллев - ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра халӑхпа пӗр пулса ҫӗршыва тӗрев парасси.
Концерт куракансен йышӗнче хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен тӑванӗсем те пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш наци конгресӗ ҫак уява ятарласа чӗннӗ. Салтаксен тӑванӗсен кӑмӑлӗсене юрӑ-ташӑпа ҫӗкленисӗр пуҫне кашнинех сцена ҫине кӑларса парне парса тав турӗҫ. Зал вара вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса чысларӗ.
Алексей Енейкин, Артур Галкин