Ҫӗршыв тата республика культурине упрама пулӑшакан проект

Чӑваш тӗрри кунӗ умӗн МТС компани республикӑри Наци музейӗпе ятарлӑ проект пуҫарнӑ - "Чӑваш тӗррин наци шкулӗ" вӗренӳ платформине йӗркеленӗ. Вӑл Раҫҫейри ал ӗҫ ӑсталӑхӗн пысӑк электронлӑ каталогӗсенчен пӗри шутланать. 

Сайтра тӗрӗ-эрешпе капӑрлатнӑ япаласемпе, наци ҫи-пуҫӗпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех унта тӗрлеме вӗрентекен видеоуроксем пур. Вӗсем тӑрӑх кашни кӑмӑл тӑвакан чӑваш тӗрри-эрешӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме пултарать. Сайтра вырнаҫтарнӑ экспонатсем хӑш енчи чӑвашсен пулнине те ҫырнӑ. Вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта тӗрлӗ ҫӗвӗ йӗркипе, ку е вӑл эреш мӗне пӗлтернипе паллаштараҫҫӗ. Портал тытӑмне пуянлатсах пыма палӑртаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

Кунта тата ытларах видеоурокпа цифрӑланӑ экспонат вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ япала ытти регионти управӑшсенче те сахал мар. Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова каланӑ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсене те сайта кӗртӗҫ. Чӑваш Енри МТС директорӗ Нина Краснова пӗрлешӳ республикӑри туризма аталантарма пулӑшакан проекта хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ пулнине пӗлтеречӗ. Сӑмах май, ҫак портал - федераци программин пӗр пайӗ шутланать. Вӑл хальхи технологисемпе ҫӗршыври культурӑна упрама май парать.

Алена Артемкина, Дарья Паскарюк, Димитрий Макаров