Ҫӗршыв Раҫҫей кунне паллӑ турӗ

Ӑна обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫ тӑвакансен, патриотсен уявӗ теме пулать. Ун пеккисем пирӗн республикӑра та сахал мар.

Ялшӑн, тӑван тавралӑхшӑн ырӑ ӗҫ туни - ӗмӗрлӗхе. Вӑл хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмасть. Шупашкар районӗнчи Апашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пӗчӗк вӑрман яла илем кӳрет. Кунта хурӑнсем, ҫӑкасем, пилешсем ӳсеҫҫӗ. Клуба 1994-мӗш ҫулта хута янӑ. Ун чухне ҫара уй пулнӑ тесен те юрать. Культура ӗҫченӗсем 2003-мӗш ҫулта йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Паянхи куна вӗсем ӳссе тӗрекленнӗ. Элӗк районӗнчи Анат Татмӑшра пурӑнакансем Атӑк ҫӑлне йӗркене кӗртнӗ, хӗлӗн-ҫӑвӗн тапса тӑраканскере тарӑнлатнӑ.

 

Алена Артёмкина