Вӗр-ҫӗнӗ автомобильсем, хаклӑ йышши 13 квадрокоптер, хӗллехи урапасем, апат-ҫимӗҫ тата ытти те. Ҫак пурлӑх кӗҫех Суворов орденӗллӗ 58-мӗш арми салтакӗсем патне ҫитӗ. Сӑмах май, иртнӗ кунсенче ку ҫар ушкӑнӗ президент хушӑвӗпе гварди ятне тивӗҫнӗ. Арми генералӗсем нумай пулмасть Чӑваш Енре пулнӑ. Елчӗкре Николай Петров Раҫҫей геройӗн ылтӑн ҫӑлтӑрне ашшӗ-амӑшне панӑ чух Республика Пуҫлӑхӗн ячӗпе ҫыру хӑварнӑ. Унта шӑпах салтаксене пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. Олег Алексеевич ку тӗллевпе Патшалӑх Канашӗн депутатне Юрий Попова ӗҫлеме ыйтнӑ. Пулӑшу аллине пама хатӗр ҫынсем ҫийӗнчех тупӑннӑ. Вӑл йышра тӗрлӗ предприяти ертӳҫисем, уйрӑмах ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансем хастарлӑх кӑтартнӑ.
"ТУС" пӗрлешӳ директорӗ Николай Угаслов ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пӗлтӗртенпех пулӑшать. Хальхинче вӑл 58-мӗш арми валли ҫак хӑватлӑ машина пама шутланӑ.
Гуманитари пулӑшӑвне хатӗрлес ӗҫе хутшӑннисен йышӗнче 24 пӗрлешӳ: "ВДС", "Лента", Шупашкарти эрех завочӗ, "ИНКОСТ", "СПЕКТР" тата ытти те. Елчӗк тӑрӑхӗнчи усламҫӑсем вара пӗр кун хушшинчех миллион та 70 пин тенкӗ пухса панӑ.
Тӗллевлӗ пулӑшу фронтри салтаксем патне тӑтӑшах кайса тӑрать. Вӗсене тӑшмана хирӗҫ тухӑҫлӑрах ҫапӑҫса чӗре-сывӑ юлма пулӑшать.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсен ҫарти пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатасси - тылри лӑпкӑлӑхра пурӑнакан халӑхсен тивӗҫӗ пулмалла. Ҫакна ӑнланакансен йышӗ халӗ ӳссех пырать.
Алексей Енейкин, Андрей Шоклев