Пулас ҫӗвӗҫсемпе модельерсем Ҫӗрпӳ техникумӗнче 3-мӗш курсра вӗренеҫҫӗ. Флис материала вӗсем хӑйсемех илнӗ, ӑна кирлӗ мар хут пуҫтарса тунӑ укҫапа туяннӑ. Чылайӑшӗн тӑванӗ е пӗлӗшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. 5 ачаллӑ ҫемьере ҫитӗннӗ Настя пиччӗшӗшӗн пӑшӑрханать. Нинӑн та хӑйӗн хӳтӗлевҫи пур - ҫара кайиччен 2 кун маларах вӗсем савнийӗпе пӗрлешнӗ. Халӗ вӗсен ҫывӑх ҫыннисем Чӗмпӗрти центрта ҫар ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ. "Хамӑрӑннисем валли ҫӗлетпӗр" акцие нумай пулмасть йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Енри вӑтам професси паракан ытти вӗренӳ учрежденийӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Ирина Николаева, Димитрий Макаров