Полина Андреева 21 ҫул ӗнтӗ тивӗҫлӗ канура. Кашни куна усӑллӑ та кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшать вӑл. Центра хаваспах ҫӳрӗп, тет. Валентина Кузнецова вара ал ӗҫне ӑста. Хӑй мӗн пӗлнине ыттисене те вӗрентет. Ку чӑлха-нускине хӗрарӑмсем хӑйсен тӑванӗсем валли ҫыхаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли те хатӗрлеме шутлаҫҫӗ. Чи кирли - пӗрле пухӑнма вырӑн пурри. Центрта вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем ҫителӗклӗ. Компьютерпа туслашас текенсем валли ятарлӑ пӳлӗм пур. Унта специалистсем пенсионерсене тӳлевсӗрех ӑслӑ машинӑсемпе ӗҫлеме вӗрентеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов