Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр ялта эрне шывсӑр пурӑннӑ

Ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи шартламара та шывсӑр май ҫук. Ҫак йывӑрлӑха хӑйсем ҫинче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакансем те туйса илнӗ. Шыв уҫлакан станци ҫӗмӗрӗлнине пула эрнене яхӑн нушаланать халӑх. 

Яла шывпа тивӗҫтерекен хатӗр кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчех чӑхӑмлама пуҫланӑ. Тепӗр кунне юрӑхсӑра тухнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсама пикеннӗ. Лару-тӑрӑва Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов хӑй тимлет. Анчах та 35 градус сивӗ ӗҫе вӗҫне ҫитерме паман. Ҫанталӑк кӑшт ҫемҫелсенех юсава малалла тӑснӑ. 

Хӑйсен нуши пирки йӗкӗрварсем социаллӑ тытӑмра ыйту ҫӗклесен тин пуҫлӑхсем вырӑнтан тапраннӑ. Йывӑрлӑха лекнӗ яла тӳрех Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн ертӳҫи ҫитнӗ. Ҫула май ӗҫмелли шыв та кӳрсе килнӗ.

Машин тӗлӗнче часах черет пухӑнса кайнӑ. Ҫитменнипе иккӗмӗшне те чӗнсе илме тивнӗ. 

Ял ҫыннисем шыва икӗ пусса ҫӳреҫҫӗ. Лавкка тӗлӗнчине утмалӑх пур. Теприн патне ҫитме машинпа ял тавра ҫаврӑнмалла, ҫуран 2 ҫырма урлӑ каҫмалла. Шыв пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине пула ҫӑл патне пит васкамаҫҫӗ ҫынсем. "Ачасемпе унта ҫитме те чӑрмавлӑ", - тет Татьяна Дунаева. Ҫак хушӑра эрнипех тенӗ пек юр ирӗлтернӗ вӑл. "Шыв ҫук пулсан та кулленхи пурнӑҫ йӗрки пӗртте улшӑнман. Ирхи, кӑнтӑрлахи, каҫхи апатне те пӗҫермелле, чашӑк-тирӗкӗ те, тум-тирӗ те ҫаплипех вараланать. Ҫӑвӑнмалла та. Кунне сахалтан та 50 литр шыв кирлӗ", - тет 3 ача амӑшӗ. 

Сюжета хатӗрленӗ хыҫҫӑн эпир Йӗкӗрварта пурӑнакансемпе ҫыхӑнтӑмӑр. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, килсене ӗнер каҫхине шыв пама пуҫланӑ. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Святослав Петров