Нина Андреевна ҫулне кура мар вашават та тирпейлӗ, тарават хӗрарӑм. Куллен тӗнчери хыпарсемпе те кӑсӑклансах тӑрать вӑл. Ҫавах та, калаҫнӑ чух ват ҫын чӗлхине ӑнланма йывӑр. Ҫавӑнпа та ветеран кун-ҫулӗ пирки пире Нина Федорован хӗрӗ Светлана Андреева каласа кӑтартрӗ. Хӗр салтак Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Чураш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен колхозра тӑрӑшнӑ. Унтанах 1943-мӗш ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Хӗр-салтак 2-мӗш Украина фронтне лекнӗ. Тӑшмана хирӗҫ зенитчик пулса ҫапӑҫнӑ, комсорг пулнӑ. Пӗр ҫапӑҫура Нина Андреевна аманнӑ. Госпитальте суранӗсенчен сипленнӗ хыҫҫӑн салтака ӗҫ батальонне куҫарнӑ. Ҫапла ветеран Венгрипе Румыние ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илнӗ. Унтан Нина Андреевна халӗ Куславкка тӑрӑхне кӗрекен Шӑмалӑх ялне Григорий Федоров вӑрҫӑ ветеранне качча тухнӑ. Ҫемьере 5 ача ӳснӗ. Нина аппа вара ӗмӗрӗпех колхозра вӑй хунӑ.
102 ҫулти ветеранӑн халӗ 13 мӑнукпа 16 кӗҫӗн мӑнукӗ пур. Патшалӑхра тимлекенсем те ӑна манмаҫҫӗ, кашни уяврах килне килсе хисеп тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, Нина Федорова халӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗртен-пӗр Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗ шутланать. Эпир ӑна ҫирӗп сывлӑ сунатпӑр.
Алексей Енейкин








