Ҫӗрпӳ районӗнче 60 ытла ҫын юхӑннӑ ҫуртран хӑтлӑ хваттерсене куҫать

Ҫурӑлса кӑвакарнӑ стенасем, ҫӗрлесерен арматура шатӑртатни - малашне ҫакӑ Ҫӗрпӳ районӗнчи Аслӑ Чурачӑкри пӗр ҫуртра пурӑнакансен асӑнче кӑна юлӗ. Нумай пулмасть кил хуҫисене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене пачӗҫ.

Хӑранипе ыйхӑран вӑранса кайни пӗрре мар пулнӑ, тет юхӑннӑ хваттер хуҫи Роза Ефимова. Плитасем уйрӑлнӑ сас кашни ҫӗр тенӗ пек канӑҫсӑрлантарнӑ. Килӗнче 6 ҫул ҫакӑн пек шикленсе пурӑнать вӑл. Пӗтӗмӗшле илес пулсан, Роза Ефимован килӗнче кӑна мар, Ҫамрӑксен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри ытти хваттерсенче те ҫакӑн пек лару-тӑру, подъездсене кӗрсе тухма та хӑрушӑ, калса параҫҫӗ кӳршӗсем. Ҫурта 2014-мӗш ҫулта пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна шурлӑхра туса лартнӑран халӗ асапланнине сӑлтавлаҫҫӗ кил хуҫисем.

Ирина Николаева, Екатерина Храмкина, Игорь Ульянов