Ҫӗнтерӳ патне талпӑнакан хӗрсемпе каччӑсем

Правительство Ҫуртӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен премине тивӗҫнисене чысларӗҫ.

2019-мӗш ҫулшӑн преми илме 61 ҫамрӑк 34 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсенчен ҫурри пысӑк чыса тивӗҫнӗ. Хӗрсемпе каччӑсем ӑслӑлӑхра, производствӑра, вӗренӳ, воспитани парас ӗҫре, литературӑпа культурӑра, журналистикӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, физкультурӑпа спортра тата ытти тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев лауреатсене ушкӑнпа ӗҫлеме пултарнишӗн тав турӗ. Малашне те ҫӗнтерӳ патне талпӑнма сунчӗ. 

 

Надежда Александрова, Игорь Ульянов