Ҫӗнтерӗве туптанӑ ентешсен ячӗсем ӗмӗрех асра

Шупашкарта Совет Союзӗн Геройӗсене халалласа асӑну хӑмисем уҫрӗҫ. Ятарлӑ паллӑсене шкул ҫурчӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ. 

Малашне Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекен яш-кӗрӗме Совет Союзӗн Геройӗн Михаил Карпеевӑн сӑнӗ хавхалантарӗ. Чӑн-чӑн патриотсем пирӗнпе ҫумрах, иккен. Михаил Поликарпович - авиаци паттӑрӗ. Аслӑ вӑрҫӑра ҫар самолечӗпе 300 ытла вӗҫев пурнӑҫланӑ вӑл.

Халӗ ачасен ку шкулта вӗреннӗ паттӑр пирки нумайрах пӗлме сӑлтав пур. Пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа вӗренекенсене хаклӑ хӑнасем те саламларӗҫ. Михаил Карпеева сума суса гимназире астӑвӑм кӗтесӗ те йӗркелесшӗн. Ентеш командир ҫумӗ тата авиаци эскадрильин штурманӗ пулнӑ.

23-мӗш шкулта та Раҫҫей акцине хутшӑнса  асӑну хӑми уҫрӗҫ. Кунта Иван Герасимов паттӑрпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Вӑл аэроклубра вӗренес тесе ятарласа Шупашкар уесӗнчен тӗп хулана куҫса килнӗ. Ҫак шкулта ӑс пухнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Герасимов капитан эскадрилья ушкӑнӗн ертӳҫине ҫитнӗ.

Паянхи кун Чӑваш Енре паттӑрӗсене халалласа 15 асӑну хӑми уҫнӑ. Ку - Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлешӗвӗн проекчӗ. Нумаях пулмасть Канаш тӑрӑхӗнче те ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе малалла та туса пырӗҫ.

Вероника Павлова, Виктор Степанов, Святослав Петров