Ҫӗнтерӗве туптама пулӑшаҫҫӗ

Ҫӗрпӳре пурӑнакансем, ҫав йышра "кӗмӗл" волонтёрсем те, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӑтӑшах пулӑшаҫҫӗ. Нумай пулмасть салтаксем валли дронран хӳтӗленмелли плащсем ҫӗлеме вӗренсе ҫитнӗ. Ку ӗҫе тивӗҫлӗ канурисем халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен центр пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. 

Аслӑ ӑрурисем кунта пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пулӑшакан ҫи-пуҫ ҫӗлеҫҫӗ. Вӑрттӑнлӑхӗ - йӗпенмен икӗ пусма хушшине вырнаҫтарнӑ ятарлӑ сийре, фольга йышшискер ӑшӑ ямасть, ҫапла майпа плащсене дронсемпе тепловизорсем асӑрхамаҫҫӗ, эппин, салтаксем сыхланса юлас шанӑҫ пур. Малтанхи 15 ҫи-пуҫа нумай пулмасть фронта ӑсатнӑ, халӗ дронсенчен хӳтӗленмелли плащсене ҫар ҫыннисем мӗнле хакланине кӗтеҫҫӗ. 

Ҫӗрпӳри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр 2-мӗш ҫул производство цехӗ евӗр ӗҫлет. "Кӗмӗл" волонтёрсем салтаксене фронтра кирлӗ япаласем ырми-канми ӑсталаҫҫӗ. Маскировка каррисем ҫыхасси пӗр самантлӑха та чарӑнмасть. Елена Филиппова мӑшӑрӗпе 4 ывӑл ҫитӗнтернӗ, вӗсенчен 2-шӗ халӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Паллах, амӑш чӗри вӗсемшӗн хыпса ҫунать, кунта пӗр тӗллевпе пуҫтарӑннӑскерсем ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Паянхи куна 300 ытла маскировка хатӗрне вӑрҫӑ хирне илсе ҫитӗрнӗ. Хӳтлӗх каррисене тӗрлӗ технологипе ҫыхса пӑхнӑ. Анчах салтаксем курӑк майлине уйрӑмах ырлаҫҫӗ. "Кӗмӗл" волонтерсен йышне халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта тӑрӑшакансемпе кунта пурӑнакансем те явӑҫнӑ.

Центр пуҫарнипе кашни ял тӑрӑхӗнче тенӗ пек хӳтлӗх карри ҫыхмалли пунктсем йӗркеленӗ. 14 ҫӗрте ҫак ӗҫе туса пыраҫҫӗ. Конарти Павловсем ял-йыш ӑсталанӑ 45-мӗш маскировка хатӗрӗ килсе пачӗҫ. Унта "Килӗрен-киле" хӑйне майлӑ акци те ирттереҫҫӗ - ҫемьесем е пусма касса, е хӳтлӗх сетки ҫыхма пулӑшаҫҫӗ, салтаксем патне ҫырусем ҫыраҫҫӗ. 

Фронта пулӑшма Ҫӗрпӳри волонтёрсем ыттисем пекех пӗчӗккӗн пуҫланӑ. Малтан салтаксем валли апат-ҫимӗҫ пухас тенӗ, кучченеҫсем ҫул ҫинче ан пӑсӑлччӑр тесе термохутаҫсем ҫӗлесе пӑхнӑ. Кайран ҫӑм нуски ҫыхнӑ, милӗк татнӑ, халӗ типӗтнӗ яшка тата техӗмлӗ чей пуххисем хатӗрлеҫҫӗ, пурнӑҫа упраса хӑвармалли тӗрлӗ хатӗрсем тӑваҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен технологи учителӗ пулса ӗҫленӗ Нина Варганешева, сӑмахран, ҫӑлӑнмалли ал ҫыххисемпе пиҫӗххисем явма ӑста. 

Ыр кӑмӑллисем йышлансах пыраҫҫӗ. Салтак пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулманнине кашниех ӑнланать, ҫавӑнпа фронта май ҫитнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ирина Николаева, Борис Андреев