Ҫӗнтерӗве ҫывхартма кашни хӑй тӳпине хывать

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн Чӑваш Ен ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем патне тата Запорожье облаҫӗнчи Бердянск тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсене черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗ. 

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Ен фронта кашни уйӑхрах гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатать. Волонтёр ушкӑнӗсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем, предприятисемпе организацисем - ҫӗнтерӗве ҫывхартма кашни хӑй тӳпине хывать. Пӗлӳ учрежденисем те айкинче юлмаҫҫӗ. Хальхинче те вӗсем нумай япала пухса хатӗрленӗ.

Шкул ачисем ҫар ҫыннисем валли ҫӗнӗ ҫул открыткисем ӑсталанӑ, ӳкерчӗксем тунӑ. Ҫакӑ салтаксене хавхалану кӳрессе, уяв кӑмӑлӗ парнелессе шанатпӑр, - теҫҫӗ вӗрентекенсем. Чӑваш Енри салтак ҫемйисен комитечӗ те ҫапӑҫу хирӗнчи ентешсемпе ҫыхӑнсах тӑрать. Мӗн кирлипе ҫийӗнчех тивӗҫтерме тӑрӑшать. Вӑрҫӑ хирӗнче аманса госпитальте сипленекенсем валли хастарсем пулӑшу кутамккисем хатӗрлеҫҫӗ. 

Ҫавӑн пекех комитет Бердянскри тата Мелитопольти ача ҫурчӗсем валли те посылка парса ярать. Гуманитари пулӑшӑвне йӗркелеме республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ, волонтёрсен ушкӑнӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче ӑна фронт ҫумӗнчи госпитальсене, Запорожье облаҫӗнчи ҫар чаҫӗсене ҫитерӗҫ. Ку яваплӑ тивӗҫе хӑй ҫине "Пӗрле" фонд илнӗ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем окоп ҫуртисем, хӳтлӗх каррисем тунӑ, тӑхӑнмалли, куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Волонтёрсен "Катюша 21" ушкӑнӗ, сӑмахран, салтаксем валли типӗтнӗ яшка, пӑтӑ тата ытти апат-ҫимӗҫ хатӗрлет. Ку хутӗнче 10 курупка ӑсатрӗҫ, кашнинче 150 порци. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнине кура ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пылак парнесемпе те савӑнтарас тенӗ. 

Чӑваш Ен хӑй хӳттине илнӗ Бердянск тӑрӑхӗнчи шкулсенче вӗренекенсем патне те кучченеҫ ҫитӗ. Вӗсене валли Шупашкартан 2 пин ытла ҫӗнӗ ҫул парни ӑсатрӗҫ. 

Екатерина Фомина, Александра Борисова, Святослав Петров, Сергей Емельянов