Ҫӗнетнӗ ҫуртра савӑнса пурӑнас вырӑнне нуша кураҫҫӗ

Маччасемпе стенасем кӑвакарма пуҫланӑ, электричество пралукӗсем йӗпеннӗ, пӳлӗмре нӳрӗк шӑршӑ тӑрать. Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе ҫапла нушаланаҫҫӗ. 

«Хваттерсенче сывлама та йывӑр - нӳрӗк шӑршӑ тӑрать. Ҫавна май ачасем те час-часах чирлеҫҫӗ", - каласа парать Надежда Ишалеева. Виҫҫӗмӗш хутра пурӑнакан Елена Иванован хваттерӗнче вара пушшех хӑрушӑ ӳкерчӗк. 

Подъездсенче те шыв тӑрать. Чылай ҫӗрте штукатурка арканма пуҫланӑ. Ҫурт тӑррине ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юсама тытӑннӑ. Объектшӑн яваплӑ "Калита" подряд организацийӗпе 2021-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнчех килӗшӳ тунӑ. Проект тӑрӑх строительсен ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшчен туса пӗтермелле. Рабочисем ӗҫсем вӑрах пынине ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тӗплӗ юсав фончӗ подряд организацине объекта ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерме хушнӑ, унсӑррӑн штраф тӳлетересси пирки асӑрхаттарнӑ.

Елена Дмитриева, Святослав Петров