Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанирен уйрӑласшӑн

Строительсен урамӗнчи 42-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫурта пӑхса тӑракан компани ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑр: ҫи виттине юсамаҫҫӗ, картише тасатмаҫҫӗ, ӑшӑ та вӑхӑтра памаҫҫӗ, теҫҫӗ ҫынсем. Ҫавӑнпа та вӗсем куҫман пурлӑх хуҫисен юлташлӑхне йӗркеленӗ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн. Анчах та ҫурта пӑхса тӑракан пӗрлешӳ ҫакӑнпа ҫураҫасшӑн мар. 

Афганистан вӑрҫин ветеранӗ Виталий Ипатьев темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫурт тӑрри юхнипе аптрать. Чи йывӑрри - юр ирӗлнӗ вӑхӑта тӳссе ирттересси. Тумлакан шыва пухма витре кӑна лартса ӗлкӗр! Ҫакӑн пек лару-тӑру 17-мӗш ҫултанпа, тет арҫын. Ҫурта пӑхса тӑракан компанине кун пирки пӗрре мар пӗлтернӗ. Ҫурт тӑррине саплакаланӑ, анчах та кӑлӑхах. Ҫӳлти хваттерсенче пурӑнакансем ҫаплипех шар курнӑ. Нумаях пулмасть строительсем ҫи виттине тепӗр хут юсанӑ. Ҫав вӑхӑтрах ветерана хваттерти тӑкаксемшӗн никам та, нимӗн те саплаштарман Ҫынсен сӑмахӗпе, ҫурта пӑхса тӑракан пӗрлешӳ пухӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама васкамасть. Ӑшӑпа та вӑхӑтра тивӗҫтермест. 

Ҫакна кура ҫуртра пурӑнакансем юлташлӑх йӗркелеме шутланӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пуху ирттернӗ. Чылайӑшӗ ТСН управлени йӗркишӗн сасӑланӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртра хула пурлӑхӗнчи темиҫе хваттер пур, Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗ те ҫынсем майлӑ пулнӑ. "Строителей 42" юлташлӑха регистрациленӗ. Ҫакӑн пирки ҫурт-йӗр инспекцине те, ҫурта пӑхса тӑракан компанине те пӗлтернӗ. Анчах та ыйтӑва татса парасси темшӗн вӑраха кайнӑ. Пуху йышӑнӑвне мӗншӗн пурнӑҫлама васкамаҫҫӗ, теҫҫӗ унта пурӑнакансем. Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тавлашуллӑ лару-тӑрӑва пула заявкӑна пӑхса тухмалли вӑхӑта тӑсма тивнӗ - сасӑлав пӗтӗмлетӗвне тишкереҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, хваттер хуҫисем ҫеҫ хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче татӑклӑ хурав пулмалла. Эпир ку лару-тӑрӑва асӑрхасах тӑрӑпӑр. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов