Екатеринӑна перинаталь центрне 22-мӗш эрнере кӗркуннех вырттарнӑ, талӑкӗпех унӑн сывлӑхне асӑрхаса тӑнӑ. Тепӗр ултӑ эрнерен Вероника, Михаил тата Артем ҫут тӗнчене килнӗ. Пепкесем палӑртнинчен чылай маларах тата пӗчӗк виҫепе ҫуралнине пула вӗсене тӳрех инкубатора вырнаҫтарнӑ. Ачасем тӗрӗс-тӗкел аталанччӗр тесе тухтӑрсем нумай вӑй хунӑ.
26 ҫулти Екатерина пӗрремӗш хут анне пулнӑ. Нумай ачаллӑ пулассине пӗлсен хӗрарӑм чи малтанах тӗлӗннӗ, ҫав вӑхӑтрах питӗ хӗпӗртенӗ. Ҫамрӑк аннене пулӑшакан та сахал мар. Вӗсем пурте пепкесене кӗтсе илсе саламлама пуҫтарӑннӑ.
Халӗ ачасенчен кашни виҫӗ кило патнелле таять. Вӗсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ, ҫавӑнпа та тухтӑрсем пепкесене сывлӑхлӑ ӳсме сунса Ҫӗнӗ Шупашкара, килне ӑсатрӗҫ.
Оксана Верликова, Михаил Солин