Уяв Ҫӗнтерӳ лапамӗнче пуҫланчӗ. Унта спортпа туслӑ 3 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем пурте пӗрле "ҫӑлтӑрпа" зарядка турӗҫ. Хусканусене республикӑри аэробика федерацийӗн хастарӗсем кӑтартрӗҫ.
Пурте пӗрле ҫан-ҫурӑма ҫемҫетнӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене уяв ячӗпе Республика Пуҫлӑхӗ тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Чӑваш Ен ертӳҫи хула аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене тав хучӗсем парса чысларӗ. Ҫавӑн пекех Олег Николаев хула ҫыннисене пысӑк парне турӗ - ача-пӑча стационарне юсаса ҫӗнетме 440 миллион тенкӗлӗх сертификат пачӗ. Унсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫантанпах кӗтнӗ объекта - спорт комплексне уҫрӗҫ. Ку ҫурта 1980-мӗш ҫулта Мускаври Олимпиада тӗлне тунӑ. Унтанпа вӑл чылай кивелнӗ. Республика Правительстви тӑрӑшнипе ку спорт комплексне сыхласа хӑварма тата ҫӗнетме май килнӗ.
3 ҫула пынӑ юсав вӑхӑтӗнче спорт комплексӗ палӑрмаллах улшӑннӑ. Вӑл тул енчен те, шалтан та ҫӗнелнӗ. Реконструкци хыҫҫӑн ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 32 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ, республикӑри чи пысӑк спорт шкулӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Унта хӑна ҫурчӗ, тренажер пӳлӗмӗсем, 25 тата 50 метрлӑ бассейнсем, допинга хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ уйрӑм уҫнӑ. Спорт керменӗнче харӑсах пӗр пин те 500 ҫын сывлӑхне ҫирӗплетме пултарать.
Оксана Верликова, Вячеслав Ильин