Ҫӗнӗ Шупашкарта Республика Кунне паллӑ турӗҫ

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, Шупашкарпа танах пысӑк уяв пӗр-пӗр муниципалитетра йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче ҫак чыса Ҫӗнӗ Шупашкар тивӗҫрӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кунта Носов ячӗллӗ ҫӗнелнӗ библиотека тата халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр уҫӑлчӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗшӗн пӗлтерӗшлӗ тепӗр учреждени - хулари 11-мӗш шкул - тӗплӗ юсав хыҫҫӑн кӑҫал вӗренекенӗсене йышӑннӑ. Малашне хальхилле ӗҫлеме пуҫлакан объектсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитсе курчӗ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫемье вулавӗн хальхи йышши пӗрремӗш библиотеки уҫӑлчӗ. Юсав хыҫҫӑн хула ҫыннисемшӗн палламалла мар улшӑннӑ Николай Носов ячӗллӗ вулавӑш халӗ кӗнекесен ахаль кил-ҫурчӗ кӑна мар. Кашни уйрӑмрах хӑйнеевӗрлӗ кӑсӑклӑ пӗлӳ илме пулать. Кӗнеке пахчи, вулав картишӗ, таврапӗлӳ кӗтесӗ, вӑйӑ лапамӗ, интерактивлӑ лаптӑксем, робототехника урокӗсем ирттермелли оборудовани... Курса тӗлӗнмелли, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли сахал мар. Библиотека ачасемпе ҫамрӑксемшӗн кӑна мар, кашни ӑрури вулаканшӑн хӑтлӑ, хӑй патне туртакан вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ку вулавӑш - республикӑра "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ 15-мӗш учреждени. 

Халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ тепӗр объект та уяв тӗлне уҫӑлчӗ. 2021-мӗш ҫулта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлекен специалистсене ҫак ҫурта вырнаҫтарма йышӑннӑ. Ӑна тулашӗнчен та, шал енчен те ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Мӗн-пур ӗҫӗн перекетленӗ хыҫҫӑнхи пӗтӗмӗшле хакӗ 21 миллион тенке яхӑн. Проекта ҫулталӑк та 8 уйӑхра пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Кунта кулленех сукмак такӑрлатакансем - аслӑ ӑрури ҫынсем, пӗчӗк тупӑшлӑ, ачаллӑ ҫемьесем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен кил-йышӗ, сусӑрсем. Тӗрлӗ пулӑшу, консультаци панисӗр пуҫне кунти специалистсем патшалӑх сӗнекен проектсене, программӑна хутшӑнма та пулӑшаҫҫӗ. Социаллӑ контрактпа хӑйсен ӗҫне пуҫарнисем хӑнасене тӗллевӗсем, ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Анжелика Петрова пӗчӗккисем валли хӑйневӗрлӗ вӑйӑ пособийӗсем тӑвассипе ӗҫлет, патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӑл та усӑ курас тенӗ. 

Уяв кунӗ регион ертӳҫи кӑҫал йыш хушӑннӑ ҫемьесемпе тӗл пулчӗ, вӗсене парнесемпе чысларӗ. 

Шкул ачисем каникулта канаҫҫӗ пулин те 11-мӗш шкулта та шавлӑ пулчӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ юсав хыҫҫӑн ака уйӑхӗнче алӑкне уҫса 600 яхӑн ачана ҫӗнелнӗ классенче йышӑннӑ. "Подрядчик тӗплӗн ӗҫлерӗ, пирӗн шанӑҫа тӳрре кӑларчӗ", - теҫҫӗ педагогсем. Пысӑк ӗҫ пынӑ хушӑра никӗспе стенасене кӑна тӗкӗнмен тесен те юрать. Ытти пӗтӗмпех улшӑнса ҫӗнелнӗ. Пурӗ 100 миллион тенке яхӑн укҫа хывнӑ проекта. Ачасен тавракурӑмне аталантарас, вӗсене тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхтарас тесе ҫӗвӗ цехӗ, мастерской уҫнӑ. Улшӑнусене курса тӑракан хула ҫыннисем те хӗпӗртеҫҫӗ.

Килӗшӳ тӑрӑх шкул таврашне хӑтлӑх кӳрессине ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Паянхи кун тӗлне мӗн-пур ӗҫӗн 70 процентне туса пӗтернӗ те ӗнтӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров