Ҫӗнӗ Шупашкарта регионсем хушшинчи "Школа-пресс" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ

Вӑл 17-мӗш хут ҫӗршыври ҫамрӑк калем ӑстисене пӗрлештерчӗ. 

Кӑҫал конкурса ҫӗршыври 21 субъектран 100 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Пӗрремӗш хут тупӑшӑва Владивосток, Амур-ҫи-Комсомольск, Саратов хулисенчи тата Ленинград, Ростов, Тамбов, Свердловск тӑрӑхӗсенчи шкул хаҫачӗсем хутшӑннӑ. Калем ӑстисене "Грани" издани пуҫтарать. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - пулас журналистсен тавракурӑмне анлӑлатма, пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшасси, ку профессипе шкул саккинченех паллаштарасси. 

Финала пухӑннӑ шкул ачисем валли пултарулӑх лапамӗсем йӗркелерӗҫ. Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем ӗҫри вӑрттӑнлӑхсене уҫса пачӗҫ. Пирӗн телерадиокомпанири Лилия Булавенко шеф-редактор та чылай кӑсӑкли каласа кӑтартрӗ. Интернетри сайтсене мӗнле тӗрӗс йӗркелесе пымалли пирки калаҫу йӗркелерӗ. 

Кӑҫалхи конкурсра та республикӑри калем ӑстисем палӑрчӗҫ. "Хула шкулӗн чи лайӑх хаҫачӗ" номинацире Ҫӗрпӳри 2-мӗш тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулсем мала тухрӗҫ. Ҫӗрпӳсем "Чи лайӑх шкул хаҫачӗн дизайнӗ" номинацире те ҫӗнтерчӗҫ. Чи лайӑх корреспондет ята вара Шупашкарти 48-мӗш шкулти Илья Пигенешев тивӗҫрӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров