Ҫӗнӗ Шупашкар 64-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ

Ҫавна май унта тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Вӑл шутра ҫӗнелнӗ экспериментлӑ театрӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ. Ҫавӑн пекех хула урамӗсем тӑрӑх 20 ҫӗнӗ троллейбус ҫула тухрӗ.

Уяв кунӗнче "Ҫӗнтерӳ" паркӗнче тӗрлӗ лапам халӑха илӗртрӗ: ал ӗҫӗсен, ретро-автомобильсен куравӗ, ӑсталӑх сехечӗсем  - кашни лаптӑкрах ҫын йышлӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Химиксен хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пысӑк улшӑнусемпе кӗтсе илнине палӑртрӗ. Кунта тӗрлӗ предприяти тухӑҫлӑ ӗҫленипе пӗрлех социаллӑ инфратытӑм та аталанса пырать. Кӑҫал икӗ шкула тӗпрен юсаҫҫӗ тата 5 пӗлӳ ҫурчӗн картишне йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ шкул та хӑпартаҫҫӗ. Уявра чи пултаруллисене, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунисене патшалӑх наградисем парса хавхалантарчӗҫ.


Уяв тӗлне 20 троллейбус кӳрсе килнӗ. Вӗсем 52-мӗш, 53-мӗш, 54-мӗш тата 55-мӗш маршрутсемпе ҫула тухӗҫ. Обществӑлла транспорта ДОМ.РФ программи пулӑшнипе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 20 техника илсе килмелле. Вӗсенчен 13-шӗ 51-мӗш тата 56-мӗш маршрутсемпе ҫӳрӗҫ. Троллейбуссене Ӗпхӳри заводра туса кӑларнӑ. Ҫапла, Ҫӗнӗ Шупашкар троллейбус паркне пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ ҫӗршыври пӗрремӗш хула пулса тӑрать. 


Республика Пуҫлӑхӗ яшкӗрӗмпе те тӗл пулчӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатрӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑксен центрне уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Химиксен хулинче 30 пин ытла хӗрпе каччӑ пурӑнать. Пирӗн тӗллев - вӗсене тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса парасси, терӗ Олег Николаев. Чӑваш Ен ертӳҫи ҫавӑн пекех ҫӗнелнӗ экспериментлӑ театрта та пулса курчӗ. Ҫурта хура, хӗрлӗ тата шурӑ тӗссемпе сӑрланӑ. "Т" сас палли  "театр" тенине пӗлтерет. Учреждени шалтан та улшӑннӑ. Кунта хальхи йышши экран вырнаҫтарнӑ. Вӑл сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа вӑйлӑрах туйма пулӑшать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен театр ушкӑнӗ куракансем умне 5 постановка кӑларас тӗллевлӗ.


Диана Иванова, Дарья Григорьева, Виктор Степанов