Ҫӗнӗ Лапсарта пӗр вӑхӑт хупӑ тӑнӑ хыҫҫӑн мунча алӑкӗ уҫӑлчӗ 

Поселокра пурӑнакансем ҫак пулӑма 5 ҫул кӗтнӗ. Унта юсав хыҫҫӑн тинех обществӑлла мунча алӑкӗ уҫӑлчӗ. 

Ҫӑра пӑс, милӗк шӑрши тата кӑмакасенчен килекен вӗри сывлӑш. Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансем мунча ырлӑхӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна тунӑранпа 40 ҫул пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта час-часах Шупашкартан та килсе ҫӳренӗ. Юсав хыҫҫӑн комплекс сӑн-сӑпачӗ уйрӑмах улшӑнман. Ҫапла майпа кунта совет тапхӑрӗн сӗмне упраса хӑварас тенӗ. Лапсарта пурӑнакансем хӑйсен савӑнӑҫне пытармаҫҫӗ. Вӗсемшӗн ку вӑл тахҫанах кӗтнӗ пулӑм. Унччен те юратса ҫӳренӗ мунчана халӗ тата ытларах килӗштерӗпӗр, теҫҫӗ. 

Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансем обществӑлла мунчана хута ярас ыйтупа Владимир Доброхотов патне те ҫитнӗ. Хула пуҫлӑхӗ лапсарсене пулӑшма май тупнӑ.

Хальлӗхе комплексра пӗр уйрӑмне ҫеҫ хута янӑ. Ҫавӑнпа та ҫӑвӑнса тасалас текенсем мунчана черетпе кӗрӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра сывлӑх комплексӗнчи майсене анлӑлатма палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл тата илӗртӳллӗрех пулса тӑрӗ. 

Надежда Александрова, Дарья Петрова, Юрий Марков