Ҫӗнӗ Ҫул уявӗнче кашни ачан ӗмӗчӗ пурнӑҫланмалла

Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцире Чӑваш Ен те хастар. Хальхинче, сӑмахран, ҫӑлтӑрсем ҫине ҫырнӑ ачасен ӗмӗчӗсене Культура, Цифра аталанӑвӗн тата Экономика министрӗсем пурнӑҫа кӗртрӗҫ.

Ҫӗнӗ ноутбук пирки Егор Макаров 2 ҫул ӗмӗтленнӗ. Акци пирки илтнӗ-илтменех Макаровсем пӗр иккӗленмесӗр Хӗл Мучине ҫырса янӑ. Вӗсен ҫырӑвӗ "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" ҫинче вырӑн тупнӑ. Арҫын ача йышлӑ ҫемьере ҫитӗнет. 3 хӗрпе 3 ывӑлтан Егор 4-мӗш. Килӗнче пӗр компьютер пур-ха, анчах ун умне ларас тесен черет тӑма тивет. Сӑмах май, Егор та уява пушӑ алӑпа килмен - парне хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ Ҫул умӗн хӑйне савӑнтарнӑ Экономика министрне Дмитрий Краснова вӑл асӑнмалӑх хутран тунӑ чӑрӑш пачӗ. 

 

Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Михаил Солин