Ҫӗнӗ Ҫул умӗн Шупашкарта «Добромаркет» фестиваль иртрӗ

Ӑна Аня Чижова ячӗллӗ фонд йывӑр чирлӗ ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе йӗркелет. Ыркӑмӑллӑх акцине кашнинчех республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ал ӗҫ ӑстисем хапӑлласа пуҫтарӑнаҫҫӗ. Маҫтӑрсем хӑйсен япалисене сутса тунӑ укҫана ырӑ ӗҫе яраҫҫӗ, тавар туянакансем те ҫак пуҫарӑва кӑмӑлласа йышӑнаҫҫӗ. 

Вӗсем асамлӑха ӗненме ҫеҫ мар, ҫывхартма та пултараҫҫӗ. Иртниче «Ырӑ маркетра» 150 пин тенке яхӑн пухма пултарнӑ, укҫапа Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи сусӑр ачана килӗнче чӑрмавсӑр куҫса ҫӳремелли майсем туса панӑ. Маларах республикӑри тата тепӗр темиҫе ачана ҫапла пулӑшма пултарнӑ. Ырӑ тӗллевне кура маҫтӑрсем фестивале кашнинчех хутшӑнма кӑмӑл тӑваҫҫӗ. Виктория Захарова та чылай хушӑ фондпа тачӑ ӗҫлет. 3 ҫул каялла Ҫуралнӑ кунӗнче юлташӗсене хӑйне валли мар, йывӑр шӑпаллисем валли парне хатӗрлеме ыйтнӑ, ҫавӑн пек ыркӑмӑллӑх фончӗпе паллашса текех уйрӑлман, тет. «Ырӑ маркетра» Виктория йывӑҫран тунӑ чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсем сутать. Мария Матвеева вара шоколадран тем те пӗр ӑсталать. Чун киленӗҫне декретра ларнӑ вӑхӑтра тупнӑ.

Фестивале хальхинче Ҫӗнӗ ҫул умӗн ирттернӗ. Ҫапла маҫтӑрсем хӑйсен ӗҫӗсене вырнӑҫтарма пултараҫҫӗ, курма пыракансен парне туянмасӑр май ҫук. Ҫыхса ӑсталанӑ, пиртен ҫӗленӗ теттесем, капӑрлӑхсем, пылак кучченеҫ, чӑрӑш ҫыххисем - кунта кашниех мӗн кирлине тупма пултарть. Чи пахи - пухнӑ укҫапа йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хальхинче акцие йывӑр чирлисем валли медицина хатӗрӗсем туянас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн фонд республикӑри 77 ачан пурнӑҫне ҫӑмӑллатма палӑртать. 

Ирина Николаева, Дарья Петрова, Екатерина Янгалакова