Ҫак кунсенче вӑл йышлӑ та туслӑ ҫемьепе тӗп хулари Хӗл Мучи резиденцийӗнче тӗл пулчӗ.
Казаковсем ҫемйипех Ҫӗнӗ Ҫул асамне ӗненеҫҫӗ. Хӗллехи тӗп уяв ҫывхарнӑ май пӗрле ларса Хӗл Мучие ҫыру ҫырасси йӑлана кӗнӗ вӗсен. "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие вара 3-мӗш ҫул хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал тинех вӗсен саламӗ асамҫӑ асаттен пулӑшаканӗсен аллине лекнӗ. Ачасен ӗмӗчӗсене палӑртнӑ тетте Мускавах ҫитнине пӗлсен тӗлӗннӗ те, савӑннӑ та ҫемьере. Казаковсен Василинапа Аделина хӗрӗсем, Далимирпа Радомир ывӑлӗсем лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Хӗл Мучи сӑнасах тӑнине кура кӑҫал тата тӑрӑшуллӑрах пулнӑ. Асли ҫитӗнӗвӗсене кура "Артек" лагерьте канма та тивӗҫ пулнӑ. Шкула ҫӳрекен хӗрачасем конструкторпа гитара ыйтса ҫырнӑ, кӗҫӗннисем - трансформер тата чукун ҫул.
Алла Салаева ҫемьепе паллашма хавас пулнине палӑртрӗ, малашне те пур ӗҫре те малта пулма сунчӗ. Хӗл Мучин кӑмӑлне ачасем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа ҫӗклерӗҫ.
Шупашкарти Хӗл Мучин резиденцийӗ раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Хӗл Асамҫи хӑй керменӗнче ачасемпе аслисене кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен йышӑнӗ. Паянхи кун тӗлне ун патӗнче хӑнара хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем кӑна мар, Алжир, Албани, Инди, Англи ҫыннисем пулса курнӑ.
Алиса Александрова, Святослав Петров