Уява кӗтсе вӑл раштав уйӑхӗнчех ҫак кӳлепесене ӑсталанӑ. Кунта Хӗл мучипе Юр пике те, ытти асамлӑ сӑнарӗсем те пур. Купӑс калакан кил хуҫи хӑй те юртан калӑпланнӑ тейӗн. Ҫавах та, Ҫӗнӗ Ҫул умӗн ҫанталӑк ӑшӑтса илнӗ май тата ҫумӑр ҫунипе кӳлепесем ирӗлсе кайнӑ. Анатолий Васильевич вара тепре юр ҫусанах ҫӗнӗ кӳлепесем ӑсталанӑ. Вӑл пурне те ӑшӑ салам калать.
Алексей Енейкин