Раҫҫейре ҫакӑн йышши центрсене нумай пулмасть уҫма пуҫланӑ. Чӑваш Республики ку енӗпе малтисенчен пӗри. Пирӗн регионта пӗрремӗш центра пӗлтӗр Шупашкар хулинче хута янӑ, ку - иккӗмӗш. Малашне ҫакнашкал тата тепӗр икӗ учреждени уҫасшӑн. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - ачаллӑ ҫемьесене пӗр ҫӗрте пур енлӗн пулӑшу парасси. Уява килнӗ хӑнасем центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, ҫемьесемпе калаҫрӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗн ачисемпе ытларах пулма яланах вӑхӑт ҫитмест. "Манӑн ҫемье центрӗнче" вара ҫакӑн валли тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. Кунта мастер-классем, тӗрлӗ заняти ирттереҫҫӗ. Центрта психолог пӳлӗмӗ те пур. Вӗсенче тӗл пулусем, тренингсемпе пултарулӑх ӗҫӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Кунти 11 специалист ҫемьесене пур енлӗн пулӑшу пама пултарас тӗллевпе хушма пӗлӳ илнӗ. Вӗсем центр ҫӗмӗрлесемшӗн чи юратнӑ та кӑмӑла каякан вырӑнсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров