Ҫӗмӗрлере "Ҫӗнтерӳ салючӗ" слет иртрӗ

Ӑна Чӑваш Енрен тухнӑ "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗ кӑҫалхипе 8-мӗш хут йӗркелерӗ. Хальхинче ӑна Раҫҫейри Вӗрентекенпе наставник ҫулталӑкне халалларӗҫ. 

Кадетсемпе ҫамрӑк армеецсен конкурсне йӑлана кӗнӗ йӗркепе параппанҫӑсен "Ника" ушкӑнӗ уҫрӗ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм умӗнчи тӳремре вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсем, обществӑлла организацисен хастарӗсем, хула ҫыннисем пухӑннӑ. Пурте Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхех астӑвӑмра упраса хӑварас тӗллевлӗ. Кунтах "Вилӗмсӗр полк" акци ҫӗнӗлле иртрӗ. Ҫӗмӗрлесем вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ асаттесемпе асаннесен сӑн ӳкерчӗкӗсенчен "Астӑвӑм стени" йӗркеленӗ. 

"Ҫӗнтерӳ Салючӗ" кадетсен конкурсӗ Чӑваш Енрен тухнӑ "Сыны Отечества" офицерсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе аталанса кайнӑ. Ку ӗҫе Правительство та ырланӑ. Кӑҫал тупӑшӑва республикӑри 22 команда хутшӑнчӗ. 

Кадетсем виҫӗ ушкӑнра тупӑшрӗҫ. 450 ытла вӗренекен ӑсталӑхне 5 дисциплинӑра кӑтартрӗ. Кадетсем стройпа утрӗҫ тата физкультура нормативӗсене пурнӑҫларӗҫ, автомата вӑхӑтпа салатса пуҫтарчӗҫ. Парта хушшинче вара ҫӗршыв историне шӗкӗлчерӗҫ. Ҫавӑн пекех пулас ҫар ҫыннисен ташлама та пӗлмеле. Ачасен ӑсталӑхӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ тӳресем. 

Кӑҫалхи конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята аслӑ ушкӑнра Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсен Чӑваш Ен чысне Мускавра ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗ. 

 

Леонид Петров, Виктор Степанов