Турханта ҫулталӑк каялла "Ҫавал" стадион хута янӑ. Унччен кунта нимӗн те пулман, вӗтлӗх кӑна сарӑлса ларнӑ. Халӗ вара хӑтлӑ та илемлӗ лаптӑк куҫа илӗртет. Футбол уйне ятарлӑ сийпе витнӗ. Стадионта чупмалли ҫулсем, тренажерсем, воркаут кӗтесӗ пур.
Ҫӗнӗ лаптӑк спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансемшӗн те, ыттисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ вырӑн. Ҫывӑх ялсенчен те килеҫҫӗ кунта. Тӑтӑшах тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелеҫҫӗ. Стадион пӗрре те пушӑ тӑмасть.
Стадион тӗрлӗ ӳсӗмрисене илӗртет. "Кунта ачасем те, аслисем те кӑмӑлпа ҫӳрени тӳрех туйӑнать. Ҫакӑ, паллах, савӑнтарать", - терӗ Алла Салаева. Патшалӑх Думин депутачӗ ҫавӑн пекех Хутарти Ульянов ячӗллӗ вӑтам шкула ҫитрӗ. 2020-мӗш ҫулта пӗлӳ ҫуртне 1-мӗш тапхӑрпа тӗплӗ юсанӑ. Чӳречесене, алӑксене улӑштарнӑ, коридорсене сӑрланӑ, пур коммуникацине те ҫӗнӗтнӗ. Федераци программипе килӗшӳллӗн шкулта ҫӗнӗ стендсем йӗркеленӗ. Вӗсене вӗренекенсен шухӑшне шута илса хатӗрленӗ. Халӗ кунта космонавтикӑна, аслӑ вырӑс поэтне Пушкина, ачалӑха халалланӑ стендсем пур. Тӑван чӗлхе кӗтесӗ те хисеплӗ вырӑнта.
2-мӗш тапхӑрта та нумай ӗҫ тумалла. Вӗсене 2026-мӗш ҫула палӑртнӑ.
Алла Салаева шкулти улшӑнусемпе кӑмӑллӑ юлчӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренекенсем те, педагогсем те тӑрӑшни курӑнать, терӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен вара шкул тӑррине улӑштармалла, тавра карта тытмалла.
Диана Иванова, Андрей Шоклев