Ҫӗмӗрле районӗнчи Пукри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑрҫӑ ветеранӗ Николай Иванов паян 100 ҫул тултарчӗ

Нимӗҫ фашисчӗсем тапӑнса кӗнӗ чухне вӑл ҫӗршыв чиккинче хӗсметре тӑнӑ. Темӗн те тӳссе ирттерме тивнӗ салтакӑн, ҫавах та чӗрӗ-сывӑ юлнӑ, йывӑрлӑхсене парӑнман. 

Николай Иванова 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче салтака илнӗ. Ун чухне вӑл 18 та тултарман пулнӑ. Николай Иванович Минскри 101-мӗш пулемет батальонӗн вӗренӳ ротине лекнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун курсантсем ҫар ӑсталӑхне туптанӑ пулнӑ. Ҫамрӑксем тӳрех тан мар ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, нумайӑшӗ пуҫ хунӑ, ыттисем вара тыткӑна лекнӗ. 

Николай Иванов тыткӑнра мӗн вӑрҫӑ пӗтичченех асапланнӑ. Курӑк ҫисе пурӑннӑ, мӗнле те пулсан чӗрӗ юлас тесе шутланӑ. Темиҫе хут та аманнӑ. Икӗ хут тарма хӑтланнӑ, анчах та кӑлӑхах. 1946-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна киле таврӑннӑ салтак. Хӑй мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен Николай Иванович каярахпа "Манӑн аса илӳсемпе шухӑшсем" кӗнекинче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем вӑрҫӑ хурлӑхӗ-нуши пирки ытларах пӗлччӗр, тет. Мирлӗ пурнӑҫра мӗн пенсие тухичченех учительте тӑрӑшнӑ Николай Иванович. Мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян ветеран хӗрӗн ҫемйипе Шупашкарта пурӑнать. Ӗмӗрхи юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлах сунатпӑр вӑрҫӑ ветеранне.

Надежда Александрова, Алексей Енейкин, Игорь Ульнов