Ҫӗмӗрле каччи ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене хӑйӗн машинине пама йышӑннӑ

"Атӑл" батальонра ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан ентешсем патне кӗҫех гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле "Нива" автомашин ҫитӗ. Хӑйӗн транспортне Ҫӗмӗрле каччи Иван Павлов парнелес тенӗ. 

Республикӑра ҫар валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарма тытӑнсан Иван Павлов ҫак ӗҫе малтанхи кунсенченех хастар хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш Енри доброволецсемпе ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Апат-ҫимӗҫ, тум-тир, тӗрлӗ ҫар хатӗрӗ туянма пӗрре мар укҫа уйӑрнӑ. Хамӑр салтаксем патне ҫитсе килнӗ волонтерсенчен тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлакансене куҫса ҫӳреме техника кирлине пӗлнӗ Иван. Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫапӑҫу хирне хӑйӗн хӑватлӑ машинне ӑсатма шухӑш тытнӑ. Унччен автомобиле хирти майсенче ӗҫлеме хатӗрленӗ. 

Машина волонтерсем ҫывӑх вӑхӑтра леҫме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ыйтусене Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров хӑй ҫине илнӗ. 

Леонид Петров