Ҫӗмӗрле 107-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ

Хула ҫыннисене анлӑ уяв программипе савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ сасси кунӗпех янӑрарӗ. Ҫавӑн пекех куравсем, спорт тата культура ӗҫ-пуҫӗ иртрӗ. 

Хула ҫыннисене уяв ячӗпе саламлама сумлӑ хӑнасем килсе ҫитрӗҫ. Вӗсен йышӗнче - Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева. Хӑнасем малтанах тӗрлӗ пӗрлешӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Спортсменсемпе кадет класӗнче вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Унсӑр пуҫне кадетсен тата пӗрремӗш класа каякансен парачӗсем иртрӗҫ. Хӑнасем ҫӗмӗрлесене уяв ячӗпе саламланӑ май, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунисене наградӑсем парса хавхалантарчӗҫ. Ҫӗмӗрле хулин хисеплӗ гражданинӗ ята вара кӑҫал Альштут Фридрих депутат тивӗҫрӗ. 

Хула сӑн-сӑпатне ҫӗнетсе капӑрлатас, пурнӑҫ майӗсене лайӑхлатас тӗллевпе ҫулсерен тӗрлӗ объект хута яраҫҫӗ, культура, спорт, вӗренӳ учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ, ҫулсем сараҫҫӗ. Ку енӗпе малашнехи тӗллевсем те анлӑ. 

Ҫӗмӗрле, чӑн та, ҫулсерен аталанса пырать. Хулари 3-мӗш вӑтам шкулти 800-е яхӑн ача авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗпрен ҫӗнелнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче ӑс пухать. Шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева паллашрӗ. 

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов