Василий Лаврентьев Раҫҫейри ветерансен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Яланах патриотика ӗҫӗнче пулнӑран 6 ҫул каялла хӑй ҫуралса ӳснӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи вӑрҫӑ ветеранӗсем пирки кӗнеке кӑларма шут тытнӑ вӑл. Энтриелпе ун тӑрӑхне кӗрекен Кӑшмас, Кушакпуҫ, Пӗчӗк Патӑрьел тата Ҫӗрпел ялӗнчен тӗрлӗ вӑрҫа кайнӑ салтаксем пирки информаци шыраса ҫар ҫынни Мускавах ҫитнӗ. Унти авалхи актсен тата ҫар архивӗнче, ҫавӑн пекех хӳтӗлев министерствин Подольскра вырнаҫнӑ тӗп управӑшӗнче нумай ӗҫленӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чух Энтриел тӑрӑхӗнчи 5 ялта пурӗ 589 кил-хуҫалӑх шутланнӑ. Вӗсенчен вӑрҫа кайнӑ кашни салтак шӑпипе кӑсӑкланса Василий Михайлович чылай ҫӗнӗлӗхе уҫӑмлатма пултарнӑ. Ҫапӑҫу хирӗсенче вилнисемпе хыпарсӑр ҫухалнисем ҫинчен тата фашистсен лагерӗсенче тыткӑнра пулнисен йывӑр шӑпине тӗпчесе нумайӑшӗн вилтӑприйӗсен тӗлне палӑртнӑ, палӑкӗсене тупнӑ.
Икӗ пайран тӑракан кӗнекере автор Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пирки кӑна мар, пӗрремӗш тӗнче тата граждан вӑрҫисен, хальхи ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсем ӑҫта ҫапӑҫнине тата мӗнле наградӑсене тивӗҫнине пӗтӗмпех кӑтарма тӑрӑшнӑ.
Тӗрлӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесене Василий Лаврентьев 3 ҫул ҫырнӑ. Вӗсене халӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗн хӑйне евӗр энциклопедийӗ теме пулать. Ҫӗнӗ изданисемпе усӑ курса чылай ҫын хӑйсен хыпарсӑр ҫухалнӑ паттӑрӗсене тупма, вӗсен вӑрҫӑри кун-ҫулне тӗплӗнрех пӗлме пултарать. Ҫапла майпа, тахҫанах шанӑҫ ҫухатнисем те ҫӗнӗ ӗмӗтпе хавхаланса ҫемьери ветерансен историне тӗпчеме пуҫлӗҫ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров