Ҫемьерен аякра пулни йӑлӑхтарнӑ

Чылай вӑхӑт Мускава ӗҫлеме ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван ялта хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Ытти ҫамрӑксем те ӑҫта ҫуралнӑ ҫавӑнта тӗпленсе пурӑнччӑр, тет Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи Юрий Алексеев. 

Юрий Алексеев 30 ҫул ытла пушӑ ларнӑ, юхӑнма ӗлкӗрнӗ ҫурта пач йӑтӑнса анма паман. Унччен вӑл урама илемсӗрлетнӗ. Халь пачах урӑхла ӳкерчӗк. Ҫурт тӑррине витнӗ, чӳречесем лартнӑ, хушма пӳлӗмсем купаланӑ та тимӗрҫӗ лаҫҫи йӗркеленӗ. Паянхи кун Юрийпе пӗрле тата икӗ ҫамрӑк ӗҫлет. 

Тимӗрҫӗ лаҫҫи халь кашни кунах уҫӑ. Юрий унччен чылай ҫул Мускава ҫӳренӗ. Ялта вӑл мӑшӑрӗпе пысӑк ҫурт лартнӑ, 3 ача ӳстернӗ. Час-часах ҫемьерен аякра пулни йӑлӑхтарнӑ ӑна. Вара тӑван тӑрӑхра хӑйӗн ӗҫне пуҫарма шутланӑ. Ҫакна валли банкран кивҫен укҫа илнӗ. 

Юрий Вячеславович ялти пурнӑҫа аталантарма ӗмӗтленет. Обществалла ӗҫре те хастар вӑл. Нумаях пулмасть кунти кӗпере юсама пулӑшнӑ. Кӑҫал тимӗрҫӗ лаҫҫипе юнашар пысӑк вите хӑпартнӑ. Кунта Алексеевсем сурӑхсем ӗрчетес тӗллевлӗ.

Алена Артемкина, Святослав Петров