Раҫҫейре парад Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пехилӗпе иртет. Пӗлтӗр ҫак ӗҫ-пуҫа ҫӗршыври 100 ытла хула хутшӑннӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ҫемьесем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем, уяв курас кӑмӑллисем Анне монуменчӗ тӗлӗнче пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑкӗ аван. Ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗпе ывӑл-хӗрӗ выляс-кулас, урамра уҫӑлса ҫӳрес тесен ялан малта. Ҫавӑнпа ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл та хавас кулӑ хуҫаланчӗ кӳлемӗшре. Ачасем часах ҫӗнӗ туссем тупрӗҫ, аслисен те пӗр паллашсан сӳтсе явмалли тупӑнатех. Оркестр кӗввипе ҫӗр-ҫӗр ҫын ҫула тухрӗ.
Акци тӗллевӗ - ҫемье хаклӑхӗсем пирки тепӗр хутчен аса илтересси. Кӗҫӗннисем аслисене хисеплеччӗр, ашшӗ-амӑш тӗпренчӗкӗсене ырӑ тӗслӗх кӑтарттӑр, ҫемье вӑхӑта пӗрле ирттерме май туптӑр, кашни килте йӑхран-йӑха куҫакан йӑласене упраса пурӑнччӑр. Тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем та ҫак кун парада хутшӑнма шутланӑ.
Соколовсен ҫемйинче 7-ӗн. Ашшӗ-амӑшӗ 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Хула, республика шайӗнче иртекен уявсене ялан пӗрле хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Петрпа Феврони палӑкӗ умӗнче молебен вуласа ҫветтуйсене асӑнчӗҫ. Вӗсен юрату, шанчӑклӑх историйӗ патшалӑх уявӗн никӗсӗ пулса тӑнӑ та. Мӑшӑра ҫемье телейӗн ҫул тӳпери управҫи тесе хисеплеҫҫӗ. Шӑпах ҫак вырӑнта нумай пулмасть пӗр ҫемьене чӑмӑртаннисемпе танах 30, 50, 60 ҫул килӗшӳре пурӑнакансене чысларӗҫ. Пухӑннисене илемлӗ концерт парнелерӗҫ.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Зинаида Паршагина, Святослав Петров








