Темиҫе ҫул каялла пуҫарнӑ уяв хӑйӗн йӑли-йӗркине те ҫирӗплетме ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи форум "Пысӑк ҫемье ҫулҫӳревӗ" девизпа иртрӗ тата ӑна Атӑл тӑрӑхӗнчи культура эткерлӗхне халалларӗҫ. "Август" кану паркне Чӑваш Енри нумай ачаллӑ 100 ытла ҫемьене йыхравланӑ. Уяв лапамӗнче ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллаштарчӗҫ, хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хӑнасем валли анлӑ программа хатӗрленӗ. Специалистсем социаллӑ килӗшӳпе ӗҫлес текенсене сӗнӳ-канаш пачӗҫ, ӗҫ банкӗнчи вакансисемпе паллаштарчӗҫ, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.
Республикӑра сывлӑха вырӑнтах тӗрӗслеттерме май паракан проект та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Форума хутшӑнакансем валли куҫса ҫӳрекен медицина пункчӗ ӗҫлерӗ.
Паркра сахал мар кӑсӑкли пулса иртрӗ ҫак кун. Уйрӑмах Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑли-йӗркине халалланӑ интерактивлӑ квест интереслӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех ал ӗҫ ӑстисен куравӗ чылай ҫынна илӗртрӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Фондеркинсен ҫемйи те пӗтӗтӗм ӗҫ-пуҫа хавхалансах хутшӑнчӗ. Вӗсем ку форумра пӗрремӗш хут.
Уявра чылай ҫемье тӗрлӗ наградӑна тивӗҫрӗ. Улатӑрта пурӑнакан Гороховсем "Ашшӗ-амӑш мухтавӗ" ордена илчӗҫ. Вӗсем 10 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫак орденӑн медалӗпе тӗп хулара пурӑнакан Терентьевсене чысларӗҫ. Шупашкарти Валентина Тихоновӑна вара Чӑваш Республикин "Анне" мухтав паллипе наградӑларӗҫ. 50 ҫул тата унран ытларах килӗштерсе пурӑнакан 5 мӑшӑр "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" ордена тивӗҫ пулчӗ. Тепӗр пысӑк ҫитӗнӳ - Чӑваш Енри нумай ачаллӑ 5 ҫемье кӑҫал "Это мое семейное" федераци конкурсне хутшӑнать.
Республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртмалла. Хальхи вӑхӑтра ун пек 24 пин йыш шутланать. Ку вӑл 2012-мӗш ҫултипе танлаштарсан 3 хута яхӑн ытларах.
Леонид Петров, Николай Скворцов








