Никитинсем пӗрле ансат мар кун-ҫул пурӑнса ирттернӗ. Виталий Петрович, чӑваш культуринче "Станьял" хушма ятпа палӑрнӑ хастар ӑсчах, яланах халӑх ӗҫӗпе чупнӑ, студентсене тӗрлӗ экспедицисене илсе ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗ, биолог-химик профессине илнӗскер, комсомол, парти тытӑмӗнче вӑй хунӑ.
1959-мӗш ҫултанпа педагогикӑпа ӑслӑлӑхра ӗҫлекен вӗри юнлӑ Виталий Петрович иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче чӑвашлӑх юхӑмӗн малта пыракан хастарӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫав тапхӑрта вӑл наци конгресӗ йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑ, таврапӗлӳҫӗсене пӗр ушкӑна чӑмӑртаса тӑван ен историне тӗпчеме явӑҫтарнӑ. Ҫав ҫулсем халӑх историне кӗрсе юлнӑ ӗнтӗ. Виталий Петровичӑн хӑй мӗн тӳссе ирттернине кун кӗнекине ҫырса пырасси йӑлара. 86-ра вӑл халь. Юлашки вӑхӑтра 4 инсульт, инфаркт чӑтса ирттернӗ пулин те, куллен ӗҫ сӗтелӗ хушшинче.
Ҫулла ялта, хӗлле хулари хваттерте пурӑнакан Никитинсем ҫемье телейне туйса, хӗрӗсен пархатарне курса, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Виталий ятлӑ Петӗр ывӑлӗ вара Зоя ятлӑ Петӗр хӗрӗнчен тӗлӗнет, ҫавӑн пек мӑшӑрпа 50 ҫул пӗр ҫӑвартан пурӑнма пӳрнишӗн хӗпӗртет.
Хӑй вӑхӑтӗнче историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗрентсе ҫӗршер ҫамрӑка пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗппӗн тӑма пулӑшнӑ, вуншар тӗпчевҫӗ, ӑсчах, журналист, ҫыравҫӑ шӑпине хӑйӗн тӳпине хывнӑ Виталий Петровичпа ӑна упраса пурӑнакан пирӗшти пек Зоя Петровнӑна эпир куракансемпе пӗрле ылтӑн туй ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.
Марина Карягина, Денис Афанасьев.








