Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче канма, пӗлӳ пухма тӗрлӗ муниципалитетран 120 ҫемье кӑмӑл тунӑ. Сӑр шывӗ хӗрринче тӗл пулчӗҫ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри "Туриадӑна" пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Усӑллӑ та хаваслӑ иртнине кура кӑҫал та ҫак ӗҫ-пуҫран юлас темен.
Фестиваль кашнин кӑмӑлне тивӗҫтереет. Кунта тунсӑхласа ларма вӑхӑт ҫук - тренингсем, лекцисем, ӑсталӑх сехечӗсем, спорт вӑййисем, концертсем кашни кунах иртеҫҫӗ. Пӗр-пӗринчен вӗренмелли те чылай.
Хӑйсен чун киленӗҫӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе ҫемьесем хӑйне евӗр куравра паллаштарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Романовсем, сӑмахран, йӑх-несӗлне тӗпчеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьене пӗрлештерме, тӑванла ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшрӗ, - тет Любовь Николаевна.
Туриадӑна хутшӑнакансемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Ачасене воспитани парас ыйтусене шкулсенчи ашшӗ-амӑш комитечӗн хастарӗсемпе, вӗрентекенсемпе пӗрле сӳтсе явни паха та пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Фестивальте ҫӗнӗ проекта "Ҫемье маршручӗсен атласне» пахаларӗҫ. Вӑл ҫул ҫӳреме кӑмӑллакансемшӗн кӑсӑк пулӗ. Ӑна хатӗрлекенсем ашшӗ-амӑшӗпе ачисене 15 маршрут сӗнеҫҫӗ. Кашни тӑван тӑрӑхӑн паллӑ вырӑнӗсемпе, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе, историйӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать.
Екатерина Фомина, Денис Афанасьев








