Ҫемье хаклӑхӗсене, йӑла-йӗркесене упрама вӗрентекен проект

Республикӑра иккӗмӗш хут ашшӗ-амӑшӗпе ачисем валли "Туриада" фестиваль иртрӗ. Хастар ҫемьесем Етӗрне тӑрӑхӗнче пухӑнчӗҫ. Вӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче канма, пӗлӳ пухма тӗрлӗ муниципалитетран 120 ҫемье кӑмӑл тунӑ. Сӑр шывӗ хӗрринче тӗл пулчӗҫ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри "Туриадӑна" пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Усӑллӑ та хаваслӑ иртнине кура кӑҫал та ҫак ӗҫ-пуҫран юлас темен.

Фестиваль кашнин кӑмӑлне тивӗҫтереет. Кунта тунсӑхласа ларма вӑхӑт ҫук - тренингсем, лекцисем, ӑсталӑх сехечӗсем, спорт вӑййисем, концертсем кашни кунах иртеҫҫӗ. Пӗр-пӗринчен вӗренмелли те чылай.

Хӑйсен чун киленӗҫӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе ҫемьесем хӑйне евӗр куравра паллаштарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ Романовсем, сӑмахран, йӑх-несӗлне тӗпчеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьене пӗрлештерме, тӑванла ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшрӗ, - тет Любовь Николаевна.  

Туриадӑна хутшӑнакансемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Ачасене воспитани парас ыйтусене шкулсенчи ашшӗ-амӑш комитечӗн хастарӗсемпе, вӗрентекенсемпе пӗрле сӳтсе явни паха та пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Фестивальте ҫӗнӗ проекта "Ҫемье маршручӗсен атласне» пахаларӗҫ. Вӑл ҫул ҫӳреме кӑмӑллакансемшӗн кӑсӑк пулӗ. Ӑна хатӗрлекенсем ашшӗ-амӑшӗпе ачисене 15 маршрут сӗнеҫҫӗ. Кашни тӑван тӑрӑхӑн паллӑ вырӑнӗсемпе, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе, историйӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать.

Екатерина Фомина, Денис Афанасьев