Ҫемье хаклӑхӗсене тимлӗх уйӑрма чӗнсе каларӗҫ

Чӑваш Республикин обществӑлла палатин йӑлана кӗнӗ тӗнсемпе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упрассипе тата ҫирӗплетессипе ӗҫлекен комиссин пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн Указне пурнӑҫласа йӗркеленӗ. 

Комисси йышне Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑх соборӗн, Чӑваш митрополийӗн, республикӑри мӑсӑльмансен тӗн правленийӗн, Вӗренӳ тата Культура министерствисем ҫумӗнчи канашсен, обществӑлла тата коммерцилле мар организацисен хастарӗсем кӗнӗ. Комисси председателӗ Ирина Булыгина хӑйсем умӗнче тӑракан тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Тӑван ҫӗршывпа, ҫемьепе, тӗнпе ҫыхӑннӑ хаклӑхсене упрас ыйту халӗ нихҫанхинчен ҫивӗч тӑнине палӑртрӗ. Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий уйрӑмах ҫемьесен тӑнӑҫлӑхне тимлӗх уйӑрма чӗнсе каларӗ. Комисси ку енӗпе тӑрӑшса ӗҫлессе шаннине пӗлтерчӗ.

Ларура комисси тытӑмне ҫирӗплетрӗҫ. Председатель ҫумӗ пулма пӗр саслӑн пулса республикӑри хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫине Наталья Николаевана суйларӗҫ. Пухӑннисем ҫавӑн пекех Раҫҫей Президенчӗн Указне пурнӑҫа кӗртессипе тумалли ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов