Шӑп пӗр ӗмӗр каялла ку тӗнчерен кайнӑ Ҫеҫпӗл Мишши чӑн чӑваш чӗринче яланах ҫутӑ сӑнар пулса упранать. Акӑ вӑл Ҫеҫпӗл ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн чӗнӗвне асра тытса пурӑнакан чӑвашсен пултаруллӑ ывӑл-хӗрне пухрӗ. Вӑл йышра 3 Чӑваш халӑх поэчӗ. Хӑнасене Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ. Кунта сӑвӑҫӑн эткерлӗхӗпе ҫыхӑннӑ чылай паха япала упранать. Кунти палӑк умне чечексем хунӑ хыҫҫӑн пухӑннисем поэт ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче те пулчӗҫ. Унтан пурте Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ Шӑхасан шкулӗ умне ҫитрӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑра халӑх сума суни савӑнтарать пулин те пӑшӑрханмалли самант пирки те палӑртса хӑвармалла. Юлашки вӑхӑтра, шел пулин те, хулара кӑна кӑна мар, ялсенче те чӑвашсем ачисене тӑван чӗлхерен пистерсе пыраҫҫӗ.
Вилӗмсӗр поэта Шупашкарта та йышлӑн пухӑнса асӑнчӗҫ.
Алексей Енейкин, Олег Цыпленков