Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти палӑкӗ умӗнче асӑну митингӗ иртрӗ

Унта кӑвар чӗреллӗ поэтӑн вилӗмсӗр сӑввисем янӑрарӗҫ, Ҫеҫпӗл Мишшин чӗнӗвне асра тытса пурӑнакан ҫыравҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене вуларӗҫ. 

Асӑну митингне Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова уҫрӗ. Хӑйӗн вилӗмсӗр сӑввисемпе тӑван халӑха малалла пурӑнма хурҫӑ пек ҫирӗп шанчӑк паракан поэт пурӗ те 23 ҫула яхӑн пурӑнса калама та ҫук пысӑк литература еткерӗ хӑварнине палӑртса каларӗ Татьяна Васильевна. Кун-ҫул уттинчен юлмасӑр, халапри вилӗмсӗр вут кайӑк пек вӗҫсе малалла ӑнтӑлма, "хастарлӑ та хыт утӑмлӑ" пулма йыхравланӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе библиотека, Шупашкарта тата Украинӑри вӑл пурӑннӑ Остёр хулинче урамсем хисепленеҫҫӗ, республикӑра унӑн икӗ музейӗ ӗҫлет. "1969-мӗш ҫулта поэт ҫуралса ӳснӗ Канаш районӗнчи Касаккасси ялне Ҫеҫпӗл ятпа улӑштарни те пӗлтерӗшлӗ, - терӗ Татьяна Казакова. - Ҫеҫпӗл Мишши ятне тивӗҫнӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ ҫуртлӑ пулса ҫӗнӗ вӑй-халпа ӗҫлеме пуҫлани савӑнтарать."

Тухса калаҫакансем 100 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн поэтӑн сӑввисем кивелме мар, халь ҫырнӑ пек витӗмлӗ пулни ҫинчен каларӗҫ, Ҫеҫпӗл еткерне килес ӑрусемшӗн хӑварасси паянхисен тивӗҫӗ иккенне палӑртрӗҫ.

Марина Карягина, Николай Семёнов