Ҫӑварнин чи хитре катемпине суйлаҫҫӗ

Шупашкарти Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ пултарулӑх конкурсне хутшӑнма сӗнет. Ӑстасен ӗҫӗсене нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пӗччен те, ушкӑнпа та хутшӑнма юрать. 

Тӗп хулари 23-мӗш ача сатӗнче ӑсталӑх ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлсен тӳрех хутшӑнас тенӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, воспитательсем те ӗҫе пикеннӗ. Кам сӑн-питне сӑрласа илемлетнӗ, хӑшӗ килтен ҫи-пуҫ илсе килнӗ.

Ҫӑварни эрнинче паркра кашни кунах хаваслӑ пулӗ. Тӗп ӗҫ-пуҫ вара шӑматкунпа вырсарникун иртет. Матрешкасен куравӗ урамра пулӗ, ҫавӑнпа пуканесене ҫирӗп, экологи тӗлӗшӗнчен таса материалтан тума сӗнеҫҫӗ, хут усӑ курмалла мар. Ҫуркунне, чӗрӗлӳ, ҫӗнӗ пурнӑҫ палли капӑр пулмалла.

Ҫавӑн пекех нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вырӑс тутӑрӗн уявне палӑртаҫҫӗ. 22-мӗшӗнче кокошниксем тӑхӑнса килнисен ӑмӑртӑвӗ иртет. Финиша чи малтан чупса ҫитекенсене парнесемпе савӑнтараҫҫӗ. Чӗрчунсен кӗтесӗнче те Ҫӑварни кунӗсене тӗплӗн хатӗрленнӗ. Кунта пурӑнакан сурӑх-качака, понисемпе тӗве хӑнасене капӑрлӑх хатӗрӗсемпе илемленсе кӗтсе илеҫҫӗ. Уяв программинче такмак калакансен ӑмӑртӑвӗ, ытти тупӑшу. Ҫӑварни икерчипе сӑйланма та, сӑмавар умӗнче ӗмӗтленме те, ятарласа йӗркеленӗ лапамасенче сӑн ӳкерчӗксем тума та пулать.

Алиса Александрова, Елена Буинцева, Денис Афанасьев