Ҫар опычӗ пухнӑ пулас ертӳҫӗсем

Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсем валли йӗркеленӗ "Время СВОих" программа вӗҫленнӗ. Пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен дипломсене вӗсене Правительство Ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗ. 

"Время СВОих" проектӑн тӗп тӗллевӗ - салтаксене патшалӑх тата муниципалитет службин ӗҫне явӑҫтарасси, мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшасси. Вӑл пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче вӑй илнӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисем ҫӗршыври 25 регионтан 400-ре яхӑн заявка янӑ. Вӑл шутра Луганск халӑх республикинчен. Суйлав тапхӑрӗ хыҫҫӑн программӑна 33 ҫын лекнӗ, тепӗр 39 ҫар ҫынни - резервра.

Ӗнерхи салтаксем вӗренӳ вӑхӑтӗнче теорие ӑша хывнисӗр пуҫне ӗҫ вырӑнӗсенче стажировка тухнӑ, тренингсене, харпӑр хӑй паха енӗсене аталантармалли ӑсталӑх урокӗсене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн наставникӗ пулнӑ. Программа хӑйӗн ӑнӑҫлӑхне кӑтартма ӗлкӗрнӗ те. Вӗренӳ вӑхӑтӗнчех 4ӑн тӗрлӗ влаҫ тытӑмӗнче вырӑн тупнӑ. Иккӗшӗ депутатсем пулнӑ, тепӗр иккӗшӗ Шупашар администрацине ӗҫе вырнаҫнӑ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ май, ҫар опычӗ пухма ӗлкӗрнӗ, унтан ҫӗнӗ пӗлӳ илнӗ специалистсен пуласлӑхӗ иккӗлентерменнине палӑртрӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе регионта ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсемпе ветеранӗсене пулӑшассипе ытти проектсем те вӑя кӗреҫҫӗ. Вӗсем пурнӑҫӑн тӗрлӗ тытӑмне пырса тивеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров