Ҫӗршывӑн кӑнтӑр хӗвел анӑҫ чиккинчи хӗрӳ ҫапӑҫусем мирлӗ халӑха та 5-мӗш ҫул канӑҫ памаҫҫӗ. Ҫак хушӑра ҫар операцийӗ пин-пин салтакӑн пурнӑҫне татрӗ. Хурланмалли сӑлтав кашни ялтах пур. Канаш ҫумӗнчи Сухайкассинче пурӑнакансем те ҫак ҫулсенче 5 салтака ҫухатнӑ.
Сӑваплӑ ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Павел Семенов пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ. Палӑка пултаруллӑ ҫамрӑк хӑй шучӗпе тутарнӑ теме те юрать. Паллах, халӑх пулӑшӑвӗсӗр те пулман. Вӑхӑтӗнче Сухайкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер тӑван тӑрӑхне хӑтлӑх кӳрессинче яланах хастар пулнӑ. Халӗ вара Павел Юрьевич ҫине тӑнипех вилнӗ салтаксен килӗсем ҫине те асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ. Ҫак гранит плитасем кашни иртен-ҫӳрене вӑрҫӑ паттӑрӗсем пирки аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫапла ялти асӑну комплексӗнче ҫӗнӗ палӑк хута кайрӗ.
Палӑка ялта пурӑнакан Владислав Прохоров ӑсталанӑ. Тимӗр ҫыхса бетонран тунӑскере ҫиелтен сӑрласа чул стена евӗр илемлетнӗ. Композици варринче ҫурта ҫунать. Стена ҫумӗнче вара ҫар операцийӗн салтакӗ ларать.
Ҫак палӑк ял халӑхне паттӑрсем пирки аса илтерсе паянхи салтаксене мӗнпур вӑйран пулӑшма тӑрӑшмаллине астутарса тӑрӗ. Тыл яланах ҫарӑн тӗревӗ пулнӑ. Пухӑннисем вара ырӑ малашлӑха шанса тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗҫтерчӗҫ.
Алексей Енейкин








