Ҫар наукисен докторӗ, профессор - Иван Николаев полковник 75 ҫул тултарчӗ

Сумлӑ юбилейне вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗрпӳ районӗнче кӗтсе илчӗ.

Иван Николаевич 75 ҫул тултарнӑ тенине ӗненме те йывӑр. Яланах тӳп-тӳрӗ ҫан-ҫурӑмлӑ яштака салтак пек вӑл. Тивӗҫлӗ канурине пӑхмасӑр ҫар академийӗнче тӑрӑшать: наука ӗҫӗсемпе вӗренӳ пособийӗсем ҫырать, чӑн-чӑн ҫар ҫыннисене хатӗрлет. Иван Николаев чылай ҫул чӑвашран тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны отечества" пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫлет. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи строительство техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн Калининградри ҫар инженери училищине вӗренме кӗнӗ. Унтан академире ӑс пухнӑ, докторантура пӗтернӗ. Чылай ҫул ҫар службинче тӑнӑ. Тӑван республикӑн пысӑк патриочӗ Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни шутланать. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассине пысӑк тимлӗх уйӑрса тӑтӑшах шкул ачисемпе тӗл пулма тӑрӑшать. Ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентни яланах ырӑ ӗҫпе таврӑнать. 

Алексей Енейкин, Василий Дворников