Чӑваш Енри резервистсенчен уйрӑм полк хатӗрлеҫҫӗ. Ҫарта илнӗ специальноҫне кура мобилизациленисен халӗ Чӗмпӗрте тата Хусанта вӗренӳ пырать. Ун хыҫҫӑн тин вӗсене ятарлӑ операци иртекен ҫӗре ӑсатаҫҫӗ, ӑнлантарать республикӑри ҫар комиссарӗн ҫумӗ Сергей Сергеев. Салтаксене Раҫҫей Хӳтӗлев Министерстви ҫар тумӗпе тата хӳтӗлев хатӗрӗсемпе тивӗҫтерет. Ҫавах та хушма экипировка ытлашши пулмӗ. Ӑшӑ тытса тӑракан ҫи-пуҫпа кавир, ҫывӑрмалли михӗ, чавсапа чӗркуҫҫи упрамалли япаласем, тактика перчетки, балаклава, резина атӑ, аптечка пирки сӑмах пырать. Ҫакна республика резерв фончӗн шучӗпе тата уйрӑм ҫынсем туянма пулӑшаҫҫӗ.
Ирина Николаева, Андрей Шоклев, Михаил Солин